
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче филологи пĕлĕвĕ илекен студентсем патĕнче çак кунсенче ку чухнехи пултаруллă чăваш поэчĕ Василий Кервен тĕл пулура пулчĕ. Паллă сăмах ăсти поэзи ĕретĕнчи сонет жанрĕпе паллаштаракан уçă занятине хутшăнчĕ. Вăл сонет хайлас енĕпе ĕçлекен пысăк ăста. сонет канонне тĕп-тĕрĕс тытса пыраканĕсенчен пĕри. Чылай хайлав çырнă çак жанрпа. Унăн сонет кăшăлĕсем те пĕрре анчах мар. Кервен поэзи ĕретне çĕнĕ – гиперсонет тĕсне парнеленĕ поэт. Паянхи чăваш тата тĕнче литературине яр уççăн курса тăракан Василий Кервенĕн студентсене каласа памалли сахал мар пулчĕ. Сонетсене вуласа тишкерчĕç уçă занятинче, хайлавсенчи сăнарлăхпа илемлĕх тĕнчине тĕпчерĕç. Тĕл пулура пултаруллă поэт, прозаик, куçаруçă, журналист вырăссен гениллĕ поэчĕн А.С. Пушкинăн чăвашла хăй куçарнă хайлавĕсен кĕнекипе пулас вĕрентекенсене паллаштарчĕ. Кервен куçарăвĕсенче Пушкина чăн чăвашла янăранине палăртрĕç тĕл пулăва пухăннисем. Тĕл пулу çав тери чĕрĕ те çивĕч иртрĕ.
